Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2 Йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать

2 Йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать

Пурнӑҫри хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем нумай вӑхӑта, хушӑран темиҫе ҫула та, тӑсӑлаҫҫӗ. Вӗсем хамӑр сисмесӗрех тымар яма пултараҫҫӗ. Библи пире халран яракан ҫавнашкал йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме ӑслӑлӑх пама пултарать-и?

ЫТЛАШШИ ПӐШӐРХАННИ

Рози ятлӑ хӗр каласа парать: «Лару-тӑру япӑхах мар чухне те ман пуҫра пӗрмай питӗ хӑрушӑ шухӑшсем явӑнатчӗҫ, ҫакӑ мана халран яратчӗ». Библири хӑш канашсем ӑна пулӑшнӑ? Вӗсенчен пӗрне Матфей 6:34 сӑвӑ йӗркинче тупма пулать: «Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр: ыранхи кун хӑйшӗн хӑй тӑрӑшӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗ те ҫителӗклех». Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем Розие ыранхишӗн пӑшӑрханма пӑрахма пулӑшнӑ. Вӑл калать: «Пӑшӑрханмалли ахаль те нумай. Ыран мӗн пулма пултарасси пирки мӗншӗн пӑшӑрханас? Тен, эпир мӗн шухӑшлани нихӑҫан та пулас ҫук».

Ясмин та ытлашши пӑшӑрханса хӑйне халран янӑ. «Эпӗ эрнере темиҫе кун та макӑраттӑм. Ҫӗрле ыйхӑ килменнипе аптраттӑм». Ӑна мӗнле канаш пулӑшнӑ? 1 Петр 5:7 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр». Ясмин калать: «Эпӗ пӗрмаях Иегова Турра кӗлтӑваттӑм — вӑл мана илтрӗ. Ман ӗнсе ҫинчен йывӑр ҫӗклем илсе пӑрахнӑнах туйӑнчӗ. Хушӑран канӑҫсӑрлатакан шухӑшсем каллех пуҫра явӑнма пуҫлаҫҫӗ, анчах та вӗсене мӗнле сирсе ямаллине халӗ эпӗ пӗлетӗп».

ПАЯН ТУМАЛЛИ ӖҪЕ ЫРАНА ХӐВАРАС ЙӐЛА

Изабелла ятлӑ хӗр калать: «Ман шутпа, ӗҫе ырана хӑварас йӑла ман ҫине аттерен куҫнӑ, мӗншӗн тесен унӑн та ҫак йӑла пур. Кирлӗ ӗҫсене тӑвас вырӑнне эсӗ вӑхӑта сая яратӑн: канса ларатӑн е телевизор пӑхатӑн. Ку питӗ япӑх йӑла, мӗншӗн тесен кайран пуҫа ярса тытатӑн, ӗҫе те йӗркеллӗ туса ҫитерейместӗн». Ӑна 2 Тимофей 2:15 сӑвӑ йӗркинчи (ҪС) канаш пулӑшнӑ: «Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ҫын, пӗр айӑпсӑр ӗҫлекен... пулма тӑрӑш». Изабелла калать: «Ман Иегова умӗнче пӗр айӑпсӑр ӗҫлекен пулас килет. Унӑн маншӑн намӑсланмалла ан пултӑрччӗ». Ҫакӑ Изабеллӑна пысӑк улшӑнусем тума пулӑшнӑ.

Келси вара акӑ мӗн калать: «Пӗр-пӗр ӗҫе тума хушсан эпӗ ӑна тӳрех тӑвас вырӑнне патне ҫитсен тин тӑваттӑмччӗ. Ҫавна пула макӑраттӑмччӗ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑраймастӑмччӗ тата питӗ кулянаттӑмччӗ. Унтан хам ҫине тарӑхса ҫӳреттӗм». Ӑна Ытарӑшсем 13:17 сӑвӑ йӗркинчи канаш пулӑшнӑ: «Кирек хӑш ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын та ӗҫе пӗлсе тӑвать, ухмаххи вара хӑй ухмаххине кӑтартать». Ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл ҫапла калать: «Мӗн-мӗн тумаллине тӗплӗн шухӑшласа маларах план туни ӑслӑ-тӑнлӑ. Халӗ эпӗ хамӑн ӗҫсене веҫех ежедневникра ҫырса палӑртатӑп та ӑна сӗтел ҫинчех тытатӑп. Ҫапла туни мана вӑхӑта ахаль ирттересрен хӳтӗлет тата ӗҫсене вӑхӑтра тума пулӑшать».

ПӖЧЧЕНЛӖХ ТУЙӐМӖ

«Упӑшка мана тӑватӑ пӗчӗк ачапа пӑрахса хӑварчӗ»,— аса илет Кирстен. Библири хӑш принцип ӑна пулӑшнӑ? Ытарӑшсем 17:17 сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет». Кирстен хӑйпе пӗр пек ӗненекен ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Малалла мӗн пулнӑ? Вӑл каласа парать: «Туссем маншӑн пур енчен те тӑрӑшатчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем алӑк умӗнче апат-ҫимӗҫпе сумкӑсем тата чечексем хӑваратчӗҫ. Вӗсем ушкӑнпа кӗпӗрленсе килсе пире ачасемпе виҫӗ хутчен те пурӑнмалли урӑх вырӑна куҫма пулӑшрӗҫ. Мана ӗҫ те тупса пачӗҫ. Туссем яланах юнашар пулчӗҫ».

Унччен асӑннӑ Ирина та веҫех ҫухатнӑ хыҫҫӑн пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешнӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Пурнӑҫ хӑй еккипе шӑватчӗ, эпӗ вара аякран сӑнаса тӑракан пекехчӗ, хама шутсӑр пӗччен пек туяттӑм». Иринӑна Псалом 67:7 сӑвӑ йӗркинчи шухӑш питӗ пулӑшнӑ: «Пӗчченнисене Турӑ кил-ҫурта вырӑнаҫтарать». Ирина ҫакӑн ҫинчен ҫапла калать: «Кунта сӑнарлӑ кил-ҫурт пирки каланине пӗлеттӗм. Унта Иегова паракан чӑн-чӑн канӑҫлӑха, юратакан тӑванлӑха тата шанчӑклӑ та хӑв пекех Турра юратакан туссене тупма пулать. Анчах та эпӗ ҫакна та ӑнланаттӑм: Иеговӑпа ҫывӑхланмасӑр ыттисемпе ҫывӑхланаяс ҫук. Мана Псалом 36:4 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем пулӑшрӗҫ: „Ҫӳлхуҫапа лӑплан, Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ“».

Ирина акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ман Иегова ҫумне ҫыпҫӑнсах лармаллине эпӗ ӑнланса илтӗм, мӗншӗн тесен Иегова — чи лайӑх Тус. Хампа пӗр пек ӗненекенсемпе ҫывӑхрах паллашас тесе вӗсемпе пӗрле мӗнле ӗҫсем тума пултарнине ҫырса хутӑм. Эпӗ ыттисен лайӑх енӗсене асӑрхама, япӑх енӗсене вара асӑрхамасӑр хӑварма вӗрентӗм».

Паллах, Иегова Свидетелӗсен те ҫитменлӗхсем пур тата вӗсен те, ыттисем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тивет. Анчах та Библи вӗренни вӗсене ыттисене пулӑшма хавхалантарать. Ҫавнашкал туссене тупсан питӗ лайӑх. Анчах та йывӑрлӑха татса пама май ҫук чухне, сӑмахран, вӑраха кайнӑ чирпе чирлесен е ҫывӑх ҫынна ҫухатсан, Библири канашсем пулӑшма пултараҫҫӗ-и?

Библири канашсем сире шанчӑклӑ туссене тупма пулӑшӗҫ