Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Пуриншӗн те хӑйсем пек» пулса тӑратӑп

«Пуриншӗн те хӑйсем пек» пулса тӑратӑп

«Шыва кӗретӗн пулсан, сана пӑрахса каятӑп!» — тесе хӑратасшӑн пулчӗ атте аннене. Ҫакӑ 1941 ҫулта пулса иртрӗ. Анчах та анне хӑраса ӳкмерӗ — ниме пӑхмасӑрах хӑйне Иегова Турра халалласа шыва кӗчӗ. Атте вара чӑнах та пире пӑрахса тухса кайрӗ. Эпӗ ун чухне саккӑртаччӗ.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ чӑнлӑхпа эпӗ ҫапла пулса тухичченех интересленме пуҫларӑм. Анне илсе килекен публикацисене питӗ юрататтӑм. Пуринчен ытла мана унти ӳкерчӗксем килӗшетчӗҫ. Хӑй мӗн пӗлсе пыни ҫинчен мана каласа пама аннене атте чаратчӗ. Анчах та эпӗ аннене пӗрмаях ыйтусем параттӑм, ҫавӑнпа вӑл атте килте ҫук чухне манпа Библи вӗренетчӗ. Юлашкинчен эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллама шут тытрӑм, 1943 ҫулта вара Блэкпулра (Англи) шыва кӗтӗм. Ун чухне эпӗ вуннӑраччӗ.

ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП

Ҫавӑнтанпа эпир аннепе ырӑ хыпара тӑтӑшах пӗрле сарма пуҫларӑмӑр. Ырӑ хыпар пӗлтерме эпир патефонсемпе усӑ кураттӑмӑрччӗ. Вӗсем пӗчӗк марччӗ тата тӑватӑ килограмм ытла туртатчӗҫ. Эпӗ, ача-пӑча, ҫак йывӑр япалана аран-аран йӑтса пынине куҫ умне кӑларса тӑратса пӑхӑр кӑна!

14 ҫулсенче ман пионер пулас килсе кайрӗ. Анне мана малтан район надзирателӗпе калаҫса пӑх терӗ. Ҫав арҫын тӑван мана пионер пулса ӗҫленӗ чухне хама мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн малтан професси ил тесе канаш пачӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пионер пулас килни ҫинчен тепӗр район надзирательне каларӑм. Вӑл мана: «Ӗҫе пуҫӑн!» — терӗ.

1949 ҫулхи апрель уйӑхӗнче аннепе пӗрле хамӑр сӗтел-пукана парса-сутса пӗтерсен Манчестертан аякрах мар вырнаҫнӑ Мидлтон хулине куҫса кайрӑмӑр. Унта пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Тӑватӑ уйӑх иртсен хампа пӗрле пионер пулса ӗҫлеме тепӗр тӑванпа калаҫса татӑлтӑм. Филиал пире Ирлам хулине куҫса кайма сӗнчӗ. Унта ҫав вӑхӑтра ҫӗнӗ пуху йӗркеленнӗ пулнӑ. Анне вара тепӗр хӗрарӑм тӑванпа урӑх пухура пионер пулса ӗҫлетчӗ.

Эпӗ 17-ре кӑна пулнӑ пулсан та, тӑвансем хампа пӗрле ырӑ хыпар саракан арҫын тӑванпа иксӗмӗре пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттерме ыйтрӗҫ, мӗншӗн тесен унта опытлӑ арҫын тӑвансем сахалччӗ. Каярахпа мана Бакстон хулинчи пухӑва куҫма сӗнчӗҫ. Унта темиҫе хыпарҫӑ анчахчӗ, вӗсене пулӑшу кирлӗччӗ. Ҫавӑнта куҫни мана пулас улшӑнусем тӗлне хатӗр пулма пулӑшрӗ.

Рочестерта (Нью-Йорк штачӗ) ҫынсене доклад итлеме чӗнетпӗр, 1953 ҫул

1951 ҫулта эпӗ Галаад шкулӗнче вӗренме заявлени ҫыртӑм. Анчах та 1952 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ҫара кайма повестка килчӗ. Ҫара каяссинчен хӑтарма ыйтса эпӗ Турӑ ӗҫне туса тӑракан тесе пӗлтертӗм, анчах та суд ҫавна шута илмерӗ. Вара мана ултӑ уйӑхлӑха тӗрмене хупрӗҫ. Унта ларнӑ вӑхӑтра Галаад шкулӗнче 22-мӗш класра вӗренме чӗнсе ҫырнӑ ҫырӑва илтӗм. 1953 ҫулхи июль уйӑхӗнче эпӗ Нью-Йорк хулине кайма «Джорджик» ятлӑ карап ҫине лартӑм.

Унта ҫитсенех эпӗ «Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнмалли халӑх» ятлӑ конгресра пултӑм. Кайран Саут-Лансинг хулине (Нью-Йорк штачӗ) ҫитме поезд ҫине лартӑм, ҫавӑнта Галаад шкулне ирттеретчӗҫ. Тин ҫеҫ тӗрмерен тухнӑран укҫа сахалччӗ манӑн. Поезд ҫинчен ансан Саут-Лансинг хулине ҫитме автобуспа каймаллаччӗ. Билетшӑн тӳлеме укҫа ҫитменрен эпӗ юнашар ларса пыракан ҫынран кивҫен илтӗм.

ЮТ ҪӖРШЫВРА

Галаад шкулӗнче вӗренни пире миссионер ӗҫӗнче «пуриншӗн те хӑйсем пек» пулма пулӑшрӗ (1 Кор. 9:22). Пире виҫсӗмӗре — Пауль Брууна, Реймонд Лича тата мана — Филиппин ҫӗршывне ячӗҫ. Виза париччен темиҫе уйӑх кӗтрӗмӗр, кайран вара карап ҫине ларса Роттердам хулине (Нидерланд ҫӗршывӗ) кайрӑмӑр. Унтан Вӑтаҫӗр тинӗс, Суэц каналӗ тата Инди океанӗ урлӑ Малайзие кайрӑмӑр, кайран вара Гонконга ҫитрӗмӗр. Эпир ҫул ҫинче 47 кун пултӑмӑр. 1954 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче вара тинех Филиппинӑн тӗп хулине, Манила, ҫитрӗмӗр.

Манпа пӗрле миссионер ӗҫне туса тӑракан Реймонд Лич тата эпӗ. Филиппина 47 кун хушши кайрӑмӑр

Пирӗн ҫӗнӗ культурӑра, ҫӗнӗ ҫӗршывра пурӑнма, ҫӗнӗ чӗлхепе калаҫма хӑнӑхмалла пулчӗ. Анчах та малтанах пире Кесон-Сити хулине ячӗҫ, унта нумайӑшӗ акӑлчан чӗлхине пӗлетчӗҫ. Ҫавӑнпа малтанхи ҫур ҫул хушшинче эпир тагал чӗлхипе темиҫе сӑмах кӑна вӗрентӗмӗр. Анчах та пире урӑх вырӑна ярсан пурнӑҫ тӗпренех улшӑнчӗ.

Пӗррехинче, 1955 ҫулхи май уйӑхӗнче, Реймонд Личпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнсан ҫырусем куртӑмӑр. Унта пире район надзирателӗн тивӗҫне пани ҫинчен ҫырнӑччӗ. Эпӗ ун чухне 22-ре кӑначчӗ, анчах та ҫав яваплӑха пула «пуриншӗн те хӑйсем пек» пулмашкӑн ман умра ҫӗнӗ майсем уҫӑлчӗҫ.

Биколь чӗлхипе ирттернӗ район конгресӗнче доклад тӑватӑп

Район надзирателӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш доклада эпӗ урамрах, ялти магазин умӗнчех каларӑм. Каярахпа эпӗ ҫакнашкалли Филиппин ҫӗршывӗнче йӑлара пулни ҫинчен пӗлтӗм. Ун чухне халӑх умӗнче каламалли докладсене чӑнах та халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ҫеҫ каланӑ пулнӑ. Хама панӑ районта пухуран пухӑва ҫӳренӗ чухне докладсене беседкӑсенче, пасарсенче, муниципаллӑ ҫуртсем умӗнче, баскетболла вылямалли вырӑнсенче, парксенче тата урам кӗтесӗсенче калаттӑм. Пӗррехинче Сан-Пабло хулинче доклада манӑн пасарта туса памаллаччӗ, анчах та вӑйлӑ ҫумӑр пуҫлансан эпӗ тӗлпулӑва Патшалӑх залӗнче ирттерме сӗнтӗм. Доклада халӑх ҫӳрекен вырӑнта каламан пирки арҫын тӑвансем ҫак тӗлпулӑва отчета ҫырма юрать-и тесе ыйтрӗҫ.

Пухуран пухӑва ҫӳренӗ чухне эпӗ яланах пухури тӑвансем патӗнче чарӑнса тӑраттӑм. Тӑвансен ҫурчӗсем чаплах мар пулсан та, яланах тасаччӗ. Манӑн час-часах йывӑҫ урай ҫине улӑмран ҫыхса тунӑ пӗчӗк паласа сарса ҫывӑрма тиветчӗ. Пухусене ҫитме эпӗ микроавтобуссемпе (джипни) е автобуссемпе ҫӳреттӗм, ытти утравсем ҫине каймалла пулсан, эпӗ кимӗпе каяттӑм. Манӑн нихӑҫан та машин пулман.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне е пухуран пухӑва ҫӳренӗ чухне эпӗ тагал чӗлхине вӗренеттӗм. Эпӗ чӗлхе вӗренмелли нимӗнле курс та пӗтермен. Тӑвансем мӗнле калаҫнине итленипех вӗрентӗм. Пухури тӑвансем мана яланах пулӑшма тӑрӑшатчӗҫ. Манпа чӑтӑмлӑ пулнишӗн тата кирлӗ чухне тӳрлетнишӗн эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ.

Ҫӗнӗ яваплӑхсем илнӗ чухне манӑн кашнинчех вӗренмелли нумайччӗ. 1956 ҫулта Филиппинра пӗтӗм ҫӗршыври тӑвансем валли пысӑк конгресс ирттермеллеччӗ. Ҫав конгреса Нейтан Норр килнӗччӗ. Конгресс вӑхӑтӗнче мана пресса представителӗсемпе калаҫма ыйтрӗҫ. Унччен эпӗ ун пек ӗҫе нихӑҫан та туса курман, анчах та арҫын тӑвансем мана хаваспах пулӑшатчӗҫ. Ҫулталӑк та иртмерӗ, ҫавӑн пысӑкӑш тата тепӗр конгресс ирттерме йышӑнчӗҫ. Ун чухне Фредерик Френц килнӗччӗ. Вӑл тӗп управленийӗн представителӗ пулнӑ. Мана ҫак конгресӑн надзирателӗ турӗҫ. Френц тӑван ҫав ҫӗршыври культурӑна хӑнӑхма хатӗр пулни мана питӗ килӗшрӗ. Вӑл сцена ҫине Филиппин халӑхӗн баронг-тагалог кӗпипе тухни тӑвансене тӗлӗнтерсе, савӑнтарса янӑччӗ.

Область надзирателӗн тивӗҫлӗхне парсан манӑн каллех ҫӗннине вӗренме тиврӗ. Ҫав ҫулсенче эпир «Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансен телейӗ» ятлӑ фильма кӑтартса ҫӳреттӗмӗрччӗ. Ялан тенӗ пекех халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче кӑтартаттӑмӑр. Хӑш-пӗр чухне пире хурт-кӑпшанкӑсем чӑрмантаратчӗҫ. Вӗсем проектор ҫути ҫине вӗҫсе пыратчӗҫ те унта хӗсӗне-хӗсӗне ларатчӗҫ. Ҫавна тасатма манӑн самаях тар юхтарма тиветчӗ. Фильм кӑтартас тесе веҫех йӗркелеме ҫӑмӑл марччӗ, анчах та ҫынсем килнине тата вӗсем Иеговӑн ӗҫӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлса пыни ҫинчен пӗлнине курса эпир савӑнаттӑмӑр.

Хӑш-пӗр чухне католиксен священникӗсем хӗссе тӑнине пула влаҫра ларакансем конгрессем ирттерме ирӗк памастчӗҫ. Конгресс чиркӳрен аякрах мар иртнӗ чухне сцена ҫине кашни арҫын тӑван тухмассерен чиркӳре чан ҫапма пуҫлатчӗҫ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпир ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме пӑрахмарӑмӑр. Халӗ вара Филиппинра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем питӗ нумай.

ҪӖНӖ ЯВАПЛӐХСЕМ — ҪӖНӖ УЛШӐНУСЕМ

1959 ҫулта эпӗ ҫыру илтӗм. Унта манӑн филиалта ӗҫлеме пуҫламалли пирки ҫырнӑччӗ. Вара каллех ҫӗннине вӗренмелле пулчӗ. Вӑхӑт иртсен мана зональнӑй надзиратель пулса урӑх ҫӗршывсене кайса ҫӳреме ыйтрӗҫ. Пӗррехинче эпӗ Джанет Дьюмонд ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм, вӑл Таиландра миссионер пулса ӗҫлетчӗ. Пӗр вӑхӑт хушши эпир ҫыру ҫӳретрӗмӗр, каярахпа вара мӑшӑрлантӑмӑр. Эпир 51 ҫул ӗнтӗ Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлетпӗр.

Джанетпа пӗрле Филиппин утравӗсенчен пӗри ҫинче

Тӑвансене хавхалантарас тесе 33 ҫӗршывра пултӑм. Ҫамрӑк чухнех опыт пухма май пулнишӗн эпӗ питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ мана тӗрлӗрен ҫынсемпе хутшӑнма хӑнӑхтарчӗ. Халӗ эпӗ япаласем ҫине тӗрӗсрех пӑхма вӗрентӗм тата Иегова «кирек епле халӑх ҫыннине» те хӑй патне ҫывхарма чӗннинртӑм (Ап. ӗҫ. 10:34, 35).

Тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатпӑр

ХАЛӖ ТЕ ХАТӖР

Филиппинра хамӑр тӑвансемпе пӗрле Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма эпир питӗ хавас! Эпӗ кунта килнӗренпе хыпарҫӑсен шучӗ вунӑ хут ӳсрӗ. Эпир Джанетпа пӗрле халӗ те Кесон-Сити хулинчи филиалта ӗҫлетпӗр. Ют ҫӗршывра 60 ҫул ытла ӗҫлесен те манӑн халӗ те, Иегова ыйтсан, пурнӑҫа улӑштарма хатӗр пулмалла. Организацире улшӑнусем пулса иртни ҫӗнӗ лару-тӑрусене хӑнӑхма хатӗр пулмаллине кӑтартать.

Иегова Свидетелӗсен шучӗ ӳснине курса савӑнатпӑр

Эпир Турӑ ирӗкне пӗлсе ӑна ялан пурнӑҫлама тӑрӑшаттӑмӑр. Унтан ытла мӗн телей пама пултартӑр? Унсӑр пуҫне, эпир пухури тӑвансене пулӑшас тесе, кирлӗ пулсан, хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума хатӗрччӗ. Эпир малалла та, Иегова ирӗк парсан, «пуриншӗн те хӑйсем пек» пулма тӑрӑшӑпӑр.

Эпир халӗ те Кесон-Сити хулинчи филиалта ӗҫлетпӗр