Юрӑсем

Турӑ панӑ еткершӗн пархатарлӑ пулса юрланӑ юрӑсен пуххи.

Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат

Кӗҫ-вӗҫ ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать.

Эпӗ мӗн суйлатӑп?

Эпир, ӑслӑ-тӑнлӑ пулса, хамӑр тӑвакан йышӑнусем хамӑр сӑваплӑ ӗҫ ҫине тата ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки шухӑшлатпӑр.

Хӑюлӑх пар мана

Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та Иегова пире пурне те чӑтса ирттерме хӑюлӑх пама пултарать.

Пӑлханмалли кашни кун тупӑнать

Эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах канлӗхпе савӑнӑҫ туйма пултаратпӑр.

Хамӑн пурнӑҫа сана паратӑп

Иеговӑна юратнӑран эпир ӑна хамӑр пурнӑҫа халалласа шыва кӗретпӗр.

Нихӑҫан пӗтми юрату

Чӑн юрату — Турӑран. Ҫакӑн пек юрату нихӑҫан та пӗтмест, вӑл пире савӑнӑҫ парать тата йӑпатать.

Эпир — пӗр халӑх

Асапсене тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпир пӗр халӑх пулма пӑрахмастпӑр.

Иеговӑшӑн мӗнпур вӑйран ӗҫле

Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑйна хур. Эсӗ ҫавӑншӑн кулянас ҫук!

Ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ

Иегова яланах пирӗншӗн чӑн савӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулать.

Ӗненнӗрен

Турӑ ҫынсем валли мӗнле чаплӑ пурнӑҫ хатӗрлесе хунине куҫ умне кӑларса тӑратӑр.

Эпӗ пӗлетӗп: Иегова манпа

Иегова пулӑшнине пула эпир нимӗнрен те хӑраса тӑмӑпӑр.

Каллех туссем

Хӑвӑра кӳрентернине манса кайса каллех туссем пулма тӑрӑшӑр!

Йӑнӑшран вӗрен

Йӑнӑшран вӗренсен эсӗ унчченхинчен те вӑйлӑрах пулатӑн.

Ӗмӗрлӗхшӗн пурӑн

Эпир халӗ те, пуласлӑхра та телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑр.

Кӗҫех мир пулать! (2022 ҫулхи регион конгресӗнчи юрӑ)

Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне Турӑ чӑн-чӑн мир тума сӑмах панине асра тытӑр.

Ҫывӑхлан манпа

Турӑ хӑйӗнпе ҫывӑхланас текенсемпе, вӗсем кирек кам пулсан та, питӗ интересленет.

Ҫав кун кая юлмӗ (2023 ҫулхи регион конгресӗнчи юрӑ)

Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илсе Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтӗр.

Килте

Киле таврӑнмашкӑн сан валли ҫул уҫӑ.

«Икӗ вак укҫа»

Иегова эсир ӑна паракан парнесене, пысӑк-и вӗсем е пӗчӗк-и, хаклать.

Турӑ пире пӗлет

Турӑ пирӗнтен кашнине пӗлет тата эпир мӗн туйнине ӑнланать.

Мӗнпур чӗре пӗр харӑссӑн юрлать

Иеговӑшӑн ӗҫленине пула пирӗн канӑҫлӑхпа мир пур.

Каламасӑр тӑраймастпӑр

Иегова ҫине шан, хӑранине ҫӗнтерсе ырӑ хыпар кала.

Ӗненӗве ҫирӗплетеп

Хӑвӑн ӗненӗвне ҫирӗплет, вара иккӗленӳсем пӗтӗҫ.

Юханшыв пек пӗтми канӑҫлӑх

Иегова паракан канӑҫлӑх — юханшыв пек, вӑл нихӑҫан та пӗтмӗ.

Ырӑ хыпар (2024 ҫулхи регион конгресӗнчи юрӑ)

Пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунччен Туррӑн ӗҫлекенӗсем савӑнсах ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ, ҫапла вӗсем чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе — Иисус ертсе пыракан тата ангелсем туса тӑма пулӑшакан ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.