Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗн вӑл ҫылӑх?

Мӗн вӑл ҫылӑх?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫылӑх вӑл — Туррӑн нормисене хирӗҫлекен ӗҫсем, туйӑмсем тата шухӑшсем. Ҫылӑх шутне Туррӑн законӗсене пӑсни те кӗрет (1 Иоанн 3:4; 5:17). Библире каланӑ тӑрӑх, ҫын тӗрӗссине тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех тӗрӗссине тумасть пулсан, вӑл ҫылӑх тӑвать (Иаков 4:17).

 Библие чи малтан ҫырнӑ еврей тата грек чӗлхисенче ҫылӑха пӗлтерекен сӑмах «тӗл лектереймен» тенине пӗлтерет. Сӑмахран, авалхи Израильти хӑш-пӗр салтаксем чулравпа персен тӗл лектернӗ, вӗсен «чулӗ нихӑҫан та айккине ӳкмен». Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «ҫылӑха кӗмен» тесе те куҫарма пулать (Тӳресен 20:16). Апла пулсан, ҫылӑх туни вӑл тӗл лектерейменнине, урӑхла каласан, Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнманнине пӗлтерет.

 Турӑ пурне те тунӑ, ҫавӑнпа унӑн ҫынсем валли тӗрлӗ нормӑсем палӑртса хума ирӗк пур (Ӳлӗмхи 4:11). Эпир хамӑр ӗҫсемшӗн ун умӗнче явап тытӑпӑр (Рим 14:12).

Ҫылӑх тумасӑр пурӑнма пулать-и?

 Ҫук. Библире «пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» тенӗ (Рим 3:23; 3 Патшасен 8:46; Екклесиаст 7:20; 1 Иоанн 1:8). Мӗншӗн ҫакӑн пек пулса тухнӑ?

 Пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, чи малтан пӗр ҫылӑхсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене пӗр ҫитменлӗхсӗр, Турӑ евӗрлӗ тунӑ пулнӑ (Пултарни 1:27). Анчах та вӗсем Турра итлеменнипе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ (Пултарни 3:5, 6, 17—19). Адампа Евӑн ачасем ҫуралсан, вӗсенчен ачисем ҫине — ашшӗ-амӑшӗнчен ачисем ҫине чирсем куҫнӑ пекех — ҫылӑх куҫнӑ (Рим 5:12). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Давид патша «мана аннемех ҫылӑхлӑ ҫуратнӑ» тенӗ (Псалом 50:7).

Хӑш-пӗр ҫылӑхсем теприсенчен йывӑртарах-и?

 Ҫапла. Сӑмахран, Библире авалхи Содом ҫыннисем «усал пулнӑ... питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ» тата вӗсен ҫылӑхӗ «питех те йывӑр ҫылӑх» пулнӑ тенӗ (Пултарни 13:13; 18:20). Йывӑр ҫылӑх тунипе туманнине кӑтартакан виҫӗ уйрӑмлӑха пӑхса тухар.

  1.   Айӑпӗ пысӑк пулнипе пулманни. Библи пире йывӑр ҫылӑхсенчен, сӑмахран, аскӑнлӑхран, йӗрӗхсене тата турӑшсене пуҫҫапассинчен, вӑрлассинчен, ӗҫкӗпе иртӗхессинчен, ҫынӑнне туртса илессинчен тата спиритизмран сыхланма хушать (1 Коринф 6:9—11; Ӳлӗмхи 21:8). Ҫавӑн пек йывӑр ҫылӑхсемпе шутламасӑр, ӑнланмасӑр тунӑ ҫылӑхсем хушшинче уйрӑмлӑх пур тенӗ Библире (Ытарӑшсем 12:18; Эфес 4:31, 32). Ҫав-ҫавах Библире нимле ҫылӑха та пӗчӗклетсе кӑтартмалла мар тенӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ҫылӑхсем пысӑк ҫылӑхсем патне илсе пыраҫҫӗ (Матфей 5:27, 28).

  2.   Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни. Ҫын хӑш-пӗр ҫылӑхсене Туррӑн нормисене пӗлменрен тӑвать (Апостолсен ӗҫӗсем 17:30; 1 Тимофей 1:13). Библи ҫавӑн пек ҫылӑхсене тӳрре кӑлармасть пулин те, унта ҫавӑн пек ҫылӑхсене Туррӑн законне пӗлсе тӑрсах пӑснипе ҫыхӑннӑ ҫылӑхсенчен уйӑрса кӑтартнӑ (Йыша шутлани 15:30, 31). Пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тӑвасси «усал чӗререн» тухать (Иеремия 16:12).

  3.   Ҫылӑха час-часах туни. Библире пӗр хут тунӑ ҫылӑхпа нумай вӑхӑт хушши туса тӑнӑ ҫылӑха уйӑрса кӑтартнӑ (1 Иоанн 3:4—8). Ҫын тӗрӗссине мӗнле тумаллине пӗлнӗ хыҫҫӑн пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗрет пулсан, ҫав ҫынна Турӑ сивлет (Еврейсем 10:26, 27).

 Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынсем хӑйсене питӗ хытӑ айӑплама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Давид патша ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнтӗ ҫылӑх ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ» (Псалом 37:5). Анчах та Библи ҫакӑн пек шанчӑк парать: «Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ» (Исаия 55:7).