Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем креационизм майлӑ-и?

Иегова Свидетелӗсем креационизм майлӑ-и?

 Ҫук, апла мар. Иегова Свидетелӗсем пур япалана та Иегова тунине ӗненеҫҫӗ. Анчах та вӗсем креационизм майлӑ мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен креационизмӑн хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем Библие хирӗҫлеҫҫӗ. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар:

  1.   Ултӑ пултару «кунӗ» мӗн тӑршшӗ? Хӑш-пӗр креационистсем кашни пултару кунӗ 24 сехете пынӑ тесе калаҫҫӗ. Анчах Библире «кун» сӑмах нумай вӑхӑта пыракан тапхӑра пӗлтерме пултарать (Пултарни 2:4; Псалом 89:4).

  2.   Ҫӗр миҫе ҫул тӑрать? Хӑш-пӗр креационистсем Ҫӗре темиҫе пин ҫул каялла ҫеҫ тунӑ тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах Библире Ҫӗр те, Ҫут тӗнче те пултару кунӗсем пуҫланичченех пулнӑ тесе ҫырнӑ (Пултарни 1:1). Акӑ мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Ҫӗр миллиард-миллиард ҫул хушши тӑрать тесе наука ҫирӗплетсе каланине хирӗҫлемеҫҫӗ.

 Иегова Свидетелӗсем пурне те Турӑ тунине ӗненеҫҫӗ пулсан та, вӗсем наукӑна хирӗҫ мар. Вӗсем Библи тата наука мӗне вӗрентни пӗр-пӗринпе пӗтӗмпех килӗшсе тӑнине ӗненеҫҫӗ.