Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсен ӗҫ укҫи илекен духовенство пур-и?

Иегова Свидетелӗсен ӗҫ укҫи илекен духовенство пур-и?

 Иегова Свидетелӗсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен тӗслӗх илеҫҫӗ, вӗсен духовенство ҫук, вӗсем пурте пӗр тан. Шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗсем пурте Туррӑн ӗҫлекенӗсем шутланаҫҫӗ, вӗсем ырӑ хыпар сарас тата ҫынсене вӗрентес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр пуху 100-е яхӑн пӗр пек ӗненекенсенчен тӑрать. Кашни пухурах Библие лайӑх пӗлекен опытлӑ арҫынсем старейшина тивӗҫлӗхне туса тӑраҫҫӗ (Тит 1:5). Вӗсене уншӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ.