Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ман йытӑсем валли кучченеҫ

Ман йытӑсем валли кучченеҫ

ҪАК историе Орегон штатӗнче (АПШ) пурӑнакан Ник ятлӑ арҫын каласа панӑ. Вӑл ҫапла ҫырса янӑ: «Манӑн икӗ пӗчӗк йытӑ — икӗ терьер — пур. 2014 ҫулта ҫуркунне эпӗ вӗсемпе хула центрӗнче уҫӑлса ҫӳреме пуҫларӑм. Унта эпӗ стендсемпе тӑракан Иегова Свидетелӗсене час-часах тӗл пулаттӑм. Вӗсен тумтирӗ ялан хитре те тирпейлӗччӗ, хайсем вара ыттисем ҫине пӑхса йӑл кулатчӗҫ.

Свидетельсем ҫынсемпе кӑна мар, ман йытӑсемпе те питӗ ырӑччӗ. Пӗррехинче стенд патӗнче тӑракан Элейн ятлӑ пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ман йытӑсене печени ҫитерчӗ. Ҫавӑнтанпа ҫав районта ҫӳренӗ чухне ман терьерсем печени ҫиес тесе тӳрех ҫав стенд патне чупатчӗҫ.

Ҫапла темиҫе уйӑх иртрӗ: ман йытӑсем стенд патӗнче печени ҫиетчӗҫ, эпӗ вара Свидетельсемпе пӗр-ик сӑмах калаҫса илеттӗм. Ман вӗсемпе ытла нумай калаҫас килместчӗ. Эпӗ 70-тен иртнӗччӗ ӗнтӗ тата Свидетельсем мӗне ӗненнине пӗлсех каймастӑмччӗ. Эпӗ унччен тӗрлӗ чиркӗве ҫӳресе пӑхрӑм, анчах ниҫта та чӑнлӑха тупаймарӑм, ҫавӑнпа та Библие хам тӗллӗн вӗренес терӗм.

Ҫавӑн чухне эпӗ Иегова Свидетелӗсем стендсемпе урӑх районсенче те тӑнине курма пуҫларӑм. Вӗсем пурте ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемччӗ, кирек мӗнле ыйту парсан та яланах Библи тӑрӑх хуравлатчӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ килӗшрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене ытларах шанма пуҫларӑм.

Пӗррехинче Элейн: „Килӗшетӗр пулӗ, чӗрчунсем вӗсем — Турӑ панӑ парне“,— тесе каларӗ. Эпӗ ӑна: „Паллах. Пӗр иккӗленӳ те ҫук“,— терӗм. Вара вӑл мана Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисене вуласа пачӗ. Ун чухне эпӗ журнал илмерӗм пулин те, манӑн Библире мӗн калани ҫинчен ытларах пӗлес килсе кайрӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир Элейнпа тата унӑн упӑшкипе Брентпа пӗрре анчах мар кӗскен калаҫса илтӗмӗр. Ҫав калаҫусем маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Ҫав мӑшӑр мана чӑн христианин пулни мӗне пӗлтернине ӑнланас тесе Евангелисемпе Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекене вуласа тухма сӗнчӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ Брентпа тата Элейнпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Ҫакӑ 2016 ҫулта ҫулла пулнӑ.

Эпӗ кашни эрнере Библи вӗренме тата Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳреме пуҫларӑм. Ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтеттӗм. Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлсе эпӗ питӗ савӑнаттӑм. Ҫулталӑк ытла иртсен эпӗ шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм. Халӗ эпӗ, 79 ҫулхискер, чӑн тӗне тупнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Иегова мана хӑйӗн пысӑк ҫемйине йышӑнса чыс турӗ».