Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Енчен те христианин Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук ҫӗртенех мӑшӑрӗнчен уйрӑлса урӑх хӗрарӑма качча илет пулсан, пухӑвӑн вӑл унччен тата халӗ мӑшӑрланни ҫине мӗнле пӑхмалла?

Христианин тепре авлансан пуху умӗнче вӑл малтан мӑшӑрланни пӑрахӑҫа тухать, унӑн хальхи мӑшӑрӗ вара саккунлӑ арӑм пулса тӑрать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Хуравне пӗлес тесе Иисус уйрӑласси тата тепӗр хут мӑшӑрланасси ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар.

Иисус каланӑ тӑрӑх, пӗртен-пӗр сӑлтава пула ҫеҫ уйрӑлма юрать. Матфей 19:9-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать». Ҫак сӑмахсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: 1) уйрӑлмалли пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — аскӑн ӗҫ туни, 2) енчен те арҫын урӑх сӑлтава пула арӑмӗнчен уйрӑлса тепӗр хӗрарӑма качча илет пулсан, ҫакӑ малтанхи арӑмне улталани пулать *.

Арҫын арӑмне улталаса унран уйрӑлчӗ пулсан, Библи тӑрӑх, унӑн тепре авланма ирӗк пулмасан та пултарать. Упӑшки арӑмне улталанӑ хыҫҫӑн айӑпсӑр арӑмӗ ӑна каҫарсан та, каҫармасан та пултарать. Енчен те арӑмӗ упӑшкине каҫарас темерӗ пулсан тата вӗсем ҫавӑн хыҫҫӑн уйрӑлчӗҫ пулсан, вӗсем иккӗшӗ те тепре мӑшӑрланма пултараҫҫӗ.

Ҫапла та пулма пултарать: арӑмӗ уйрӑлас мар тесе упӑшкине каҫарать те ӑна ҫавӑн ҫинчен калать. Арӑмӗ мирлешесшӗн пулнине пӑхмасӑрах упӑшки унран уйрӑлса каять пулсан вара? Арӑмӗ ҫемйине упраса хӑварасшӑн пулсан тата упӑшкине каҫарасшӑн пулсан, упӑшкин, Библи тӑрӑх, тепре мӑшӑрланма ирӗк ҫук. Ҫакна пӑхмасӑрах упӑшки тепре авланать пулсан, ҫакӑ каллех арӑмне улталани пулать. Апла пулсан, старейшинӑсен ҫак ӗҫе пӑхса тухма тепӗр хут комитет йӗркелемелле пулать (1 Кор. 5:1, 2; 6:9, 10).

Енчен те христианин Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук ҫӗртенех мӑшӑрӗнчен уйрӑлса урӑх хӗрарӑма качча илет пулсан, пухӑвӑн вӑл унччен тата халӗ мӑшӑрланни ҫине мӗнле пӑхмалла? Библи тӑрӑх, вӑл унччен мӑшӑрланни халӗ те пӑрахӑҫа тухман-и? Малтанхи арӑмӗ упӑшкине каҫарсан вӑл ҫемьене упраса хӑварма пултарӗ-и? Упӑшки ҫӗнӗ арӑмӗпе пурӑнни аскӑнланни пулать-и?

Ҫапла мӑшӑрланни ҫине унччен пуху мӗнле пӑхнӑ? Малтанхи арӑмӗ виличчен, тепре качча кайиччен е хӑй те аскӑн ӗҫ тӑвиччен упӑшки ҫӗнӗ арӑмпа пурӑнни аскӑнланса пурӑнни шутланнӑ. Анчах та Иисус Матфей 19:9-мӗшӗнче айӑпсӑр мӑшӑрӗ ҫинчен нимӗн те каламан. Иисус каланӑ тӑрӑх, арҫын Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук ҫӗртенех арӑмӗпе уйрӑлса тепӗр хӗрарӑма качча илет пулсан, вӑл аскӑн ӗҫ тӑвать. Арҫын арӑмӗнчен уйрӑлса тепӗр хут пӗрлешрӗ пулсан, унччен мӑшӑрланни пӑрахӑҫа тухать.

«Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 19:9).

Енчен те арҫын уйрӑлса тепре авланчӗ пулсан, айӑпсӑр малтанхи арӑмӗ ҫемйине упраса хӑварас тесен те ҫавна тӑваймӗ. Упӑшкине каҫармалла-и, каҫармалла мар-и — унӑн тек ҫак йывӑр йышӑнӑва тумалла мар. Ҫакна та каламалла: пухӑвӑн, арҫын ҫӗнӗ арӑмпа пурӑнать пулсан, вӑл аскӑнланса пурӑнать тесе шутламалла мар *.

Эпир пӑхса тухнӑ лару-тӑрура мӑшӑрсем упӑшки улталанӑран уйрӑлнӑ. Анчах урӑхла та пулма пултарать: упӑшки арӑмне улталамасӑрах унран уйрӑлса тепӗр хӗрарӑма качча илет. Е, упӑшки арӑмне улталамасӑрах унран уйрӑлать, кайран вара аскӑн ӗҫ тӑвать те, арӑмӗ хӑйне каҫарма хатӗр пулнине пӑхмасӑрах, тепре авланать. Ҫак пур лару-тӑрура та упӑшки уйрӑлса ҫӗнӗрен авланни малтанхи арӑмне улталани пулать. Ҫапла вара унччен мӑшӑрланни пӑрахӑҫа тухать, унӑн ҫӗнӗ мӑшӑрӗ вара саккунлӑ арӑм пулса тӑрать. 2006 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче», 30-мӗш страницӑра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Халӗ арҫын ҫӗнӗрен мӑшӑрланнӑ. Ҫавӑнпа та унӑн хальхи арӑмӗпе уйрӑлса малтанхи арӑмӗпе пӗрлешмелле мар. Арҫын малтанхи арӑмӗнчен уйрӑлсан, аскӑн ӗҫ тусан тата ҫӗнӗрен мӑшӑрлансан, вӑл унччен мӑшӑрланни пӑрахӑҫа тухнӑ».

Ҫавах та ҫак ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине пула мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл сӑваплах мар тата мӑшӑра улталани йывӑрах ҫылӑх мар тесе шутламалла мар. Енчен те арҫын тӑван Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук ҫӗртенех арӑмӗнчен уйрӑлать пулсан тата, Библи ирӗк памасть пулсан та, каллех авланать пулсан, вӑл малтанхи арӑмне улталать. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе пӑхса тухма старейшинӑсем комитет йӗркелеҫҫӗ. (Арҫын тӑванӑн ҫӗнӗ арӑмӗ Иегова Свидетелӗ пулсан, старейшинӑсем унӑн ӗҫне те пӑхса тухма комитет йӗркелеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аскӑн ӗҫ тунӑшӑн айӑплӑ.) Ҫӗнӗ арӑмпа пурӑнни аскӑнланса пурӑнни пулмасть пулсан та, арҫын тӑвана пухура нумай ҫул хушши нимӗнле ятарлӑ ӗҫ те шанса памӗҫ. Унӑн йӗркесӗр ӗҫне пухури тӑвансем манса кайиччен те тата вӑл каллех ырӑ ят иличчен те ӑна тивӗҫсем шанса памӗҫ. Старейшинӑсем арҫын тӑвана пухура пӗр-пӗр тивӗҫ шанса парас терӗҫ пулсан вара, вӗсен ҫакна шута илмелле: арҫын тӑван арӑмӗнчен уйрӑлма сӑлтав пултӑр тесе аскӑн ӗҫ тунӑ-и? Вӑл хӑйӗн ҫула ҫитмен ачисене пӑрахса хӑварман-и? Ҫапла пулсан, вӗсем халӗ мӗнле пурӑнаҫҫӗ? (Мал. 2:14—16).

Христианин Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук ҫӗртенех мӑшӑрӗнчен уйрӑлса ҫӗнӗрен мӑшӑрланать пулсан, вӑл хӑйне те, ыттисене те нумай хуйхӑ кӑтартать. Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ сӑваплӑ тесе шутлать, ҫавӑнпа христиансен те мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫаплах пӑхмалла (Еккл. 5:3, 4; Евр. 13:4).

^ Ҫак статьяра улталаканни — упӑшки, айӑпсӑрри вара — арӑмӗ. Анчах та Марк 10:11, 12 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, тепӗр майлӑ та пулма пултарать.

^ Ҫакӑ ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани. Унччен эпир ҫакӑн пек шутланӑ: малтанхи арӑмӗ виличчен, тепре качча кайиччен е хӑй те аскӑн ӗҫ тӑвиччен упӑшки ҫӗнӗ арӑмпа пурӑнни аскӑнланса пурӑнни пулать.