Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн малалла пурӑнмаллах?

Мӗншӗн малалла пурӑнмаллах?

Файзалӑн арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсенех тухтӑрсем ӑна чӗрене операци тумалла тенӗ. Вӑл калать: «Иов кӗнекене вуланӑ май эпӗ Иегова ҫак кӗнекене ахальтен мар ҫыртарнине ӑнланса илтӗм. Библире ман пекрех лару-тӑрура пулнӑ ҫынсем ҫинчен вуланӑ чухне манӑн чун лӑпланать». Тата вӑл ҫапла хушса калать: «Малалла пурӑнмаллах».

Тарша амӑшне ир ҫухатнӑ. Вӑл калать: «Йывӑрлӑхсем нумай пулсан та, Ҫут тӗнчене Тӑваканпа паллашни манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗ турӗ тата шанчӑкпа савӑнӑҫ пачӗ. Иеговӑн пире тӗреклетме тата кулленхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшма вӑй ҫителӗклӗ».

УНЧЧЕНХИ статьясенче куртӑмӑр ӗнтӗ, хуйхӑ-суйхӑна пула пурнӑҫ чӑтма ҫук йывӑр пулса кайма пултарать. Хамӑр ҫӗклеме пӗччен йӑтсан пирӗн пуҫра малалла пурӑнма усси ҫук, эпӗ никама та кирлӗ мар текен шухӑшсем явӑнма пуҫлама пултараҫҫӗ. Ҫакна асра тытӑр: эсир Турра кирлӗ, вӑл сире питӗ хаклать.

85-мӗш Псалома ҫыракан Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Хурлӑхлӑ кунӑмра Сана тархаслатӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана илтетӗн» (Псалом 85:7). Тен, эсир ҫапла шутлатӑр: «„Хурлӑхлӑ кунӑмра“ Турӑ мана илтсе мӗнле пулӑшӗ?»

Тен, Турӑ сирӗн проблемӑна тӳрех татса памӗ, анчах та вӑл сире йывӑр килнӗ чухне чун канӑҫлӑхне пама пултарать. Унӑн Сӑмахӗ, Библи, пире ҫапла шантарать: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7). Малалла илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем Турӑ сирӗншӗн юратса тӑрӑшнине курма пулӑшӗҫ. Тархасшӑн, вӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать

«Турӑ... [вӗҫен кайӑксене] пӗрне те манмасть. [...] ...Эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ» (Лука 12:6, 7).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР. Пӗчӗк кайӑксем пирки ҫынсем шутламасан та пултараҫҫӗ, анчах та Турӑ ҫав кайӑксемшӗн тӑрӑшать. Вӑл кашнине асӑрхать, уншӑн пур чӗрӗ чун та хаклӑ. Ҫынсем вара кайӑксенчен чылай хаклӑрах. Этем Турӑ ҫӗр ҫинче мӗн-мӗн тунисенчен чи чапли. Турӑ пире «Хӑй сӑнарлӑ» тунӑ, ҫавӑнпа эпир вӑл кӑтартакан лайӑх енсене аталантарса кӑтартма пултаратпӑр (Пултарни 1:26, 27).

«Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ мана сӑнарӑн, ӗнтӗ пӗлетӗн. ...Эсӗ эпӗ мӗн шухӑшлассине малтанах пӗлсе тӑратӑн. ...Сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит» (Псалом 138:1, 2, 23).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР. Турӑ сире питӗ лайӑх пӗлет. Вӑл сирӗн вӑрттӑн шухӑшсене тата сире мӗн пӑшӑрхантарнине пӗтӗмпех курать. Сире ыттисем ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, Турӑ ӑнланать. Тата вӑл сире пулӑшасшӑн. Ҫакӑ малалла пурӑнма вӑй парать.

Сирӗн пурнӑҫ питӗ хаклӑ

«Эй Ҫӳлхуҫа! Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Сан патна ҫитинччӗ. ...Хӑвна тархасланӑ кун мана часрах илтсемччӗ, хӑлхуна ман енне тайсамччӗ. Мӗскӗнсенӗн кӗлли ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, вӗсем тархасланине ахаль хӑвармӗ» (Псалом 101: 2, 3, 18).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР. Ҫынсем асапланма пуҫланӑранпа Иегова вӗсем ҫӗр ҫинче юхтарнӑ куҫҫульсене веҫех шутласа пырать. Сирӗннисене те шутлать (Псалом 55:9). Турӑ сирӗн пур хуйха та, пур куҫҫуле те астӑвать, мӗншӗн тесен эсир уншӑн питӗ хаклӑ.

«Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп... Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана... „ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп“ теетӗп» (Исаия 41:10, 13).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР. Турӑ сире пулӑшма хатӗр. Хуйха ӳкрӗр пулсан вӑл сире тӗреклетӗ.

Чаплӑ пуласлӑх

«Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР. Турӑ сире питӗ хытӑ юратнӑран хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, вилӗме панӑ. Ҫак каҫарттаракан парнене пула пирӗн савӑнӑҫлӑ та тӗллевлӗ пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур *.

Хуйхӑ пырса ҫапнине пула сире пурнӑҫ чӑтма ҫук йывӑр пек туйӑнать пулсан та, Турӑ Сӑмахне тӗпчеме вӑй хурӑр. Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасса хытӑ ӗненӗр, ҫав ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑрӑр. Ҫакӑ сире телейлӗрех тӑвӗ тата малалла пурӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ.

^ 19 абз. Иисусӑн вилӗмӗ сирӗн пурнӑҫа мӗнле улӑштарма пултарни ҫинчен ытларах пӗлес тесен «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв» ятлӑ видеоролика пӑхӑр. Ӑна www.mt711.com сайтра тупма пулать. ПУБЛИКАЦИСЕМ > ВИДЕО > ПИРӖН ТӖЛПУЛУСЕМ ТАТА СӐВАПЛӐ ӖҪ вкладкӑна пӑхӑр.