Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать»

«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать»

Ҫынсем сире пӑрахма пултараҫҫӗ пулин те, кам сире нихӑҫан та пӑрахмӗ?

Ватӑлнӑ Давид патша каланӑ: «Мана ӗнтӗ аттем те, аннем те пӑрахрӗ, анчах Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана» (Псалом 26:10).

Иегова — «хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... ...Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Коринф 1:3, 4).

1 Петр 5:7-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр».

Турӑ сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра ытларах пӗлме пулать. Ӑна Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнеке www.mt711.com сайтра та пур.